Паянтанпа Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитетне республикӑн Юстици министерствипе пӗрлештернӗ. Ҫӗнӗ ведомство Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ятлӑ пулӗ. Кун пирки хушӑва регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыҫҫӑнах Михаил Игнатьев тепӗр йышӑну та кӑларнӑ. Унта юстици министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама маларах асӑннӑ комитета ертсе пынӑ Наталья Тимофеевана ҫирӗплетме йышӑннӑ.
Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗ маларах вӑл министерство пулнӑччӗ, кайран, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ӑна комитета куҫарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Комитет ертӳҫине Наталья Тимофеевана лартнӑччӗ. Унччен Н. Тимофеева пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ.
Комитетпа министерствӑна пӗрлештернине кура служащисен шучӗ 10 процент ытла чакмалла.
ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин ЧР транспорт министрӗн ҫумӗн должноҫне Олег Козлова лартасси пирки алӑ пуснӑ.
Уралти тӗнче тетелӗнчи хаҫат Znak.com пӗлтернӗ тӑрӑх, Козлов унччен Челепи администрацийӗнчи транспорт управленине ертсе пынӑ. Ҫурла уйӑхӗнче вӑл отставкӑна кайнӑ. Ку ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗпе ниепле те ҫыхӑнман.
Хаҫат ҫапларах ҫырать: «Олег Козловӑн Челепири ӗҫне хула депутачӗсем пӗрре мар критикленӗ. Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче КПРФ партин депутачӗ Константин Нациевский Козлова отставкӑна кайма сӗннӗ. Хӑйӗн пуҫлӑхне Евгений Тефтелева тата халӑх тарҫисене ура хурасран-мӗн. Лешсем Козлов общество транспортӗнче хаксене ӳстерме сӗннине ырланӑ. Ара, хак ӳснӗ, анчах муниципалитет предприятийӗсенче лару-тӑру улшӑнман — ҫаплипех панкрута тухас хӑрушлӑх пур. Чиновник хирӗҫӳсенчен ывӑнни пирки те шухӑшлама пулать».
Олег Козлов Шупашкара ҫемйипе пӗрле килнӗ.
«Фармаци» патшалӑхӑн хысна предприятийӗ валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Патшалӑх предприятийӗн пуҫлӑх тилхепине конкурс ирттерсе палӑртма хистет те саккун, ӑна юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче палӑртмалла.
Аса илтеретпӗр, «Фармаци» хысна предприятийӗн пуҫлӑхне Валерий Филимонова Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне черетлӗ хутчен депутата суйланӑ хыҫҫӑн республикӑн парламентне ертсе пыма шанчӗҫ. Спикера суйланӑ хыҫҫӑн унӑн патшалӑхӑн хысна предприятине ертсе пыма ирӗк ҫук.
«Фармаци» предприятие ертсе пырас ӗмӗтлисен е вӗсене пуҫлӑха лартас шанчӑк пур тесе шухӑшлакансен заявленисене юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Тилхепене тытас шухӑшлӑ кандидатӑн пуҫлӑх стажӗ 5 ҫултан кая мар пулмалла. Вӗсен аслӑ пӗлӳ илнине те шута илеҫҫӗ.
Шупашкар депутачӗсем хула пуҫлӑхне укҫа тӳлесшӗн мар. Ку шухӑша ӗнер иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр 11-мӗш ларӑвӗнче палӑртнӑ.
Аса илтеретпӗр, унта пухӑннӑ «халӑх тарҫисем» хула пуҫлӑхӗ пулнӑ Леонид Черкесов ӗҫрен каяссишӗн, ҫав тивӗҫе Ирина Клементьевӑна шанассишӗн сасӑланӑ. Леонид Черкесов текех хула пуҫлӑхӗ мар, вӑл РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланнӑ.
Шупашкрати Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи черетсӗр ларӑвӗнче Депутатсен пухӑвӗн председательне — хула пуҫлӑхне укҫа тӳлемесӗр тытса тӑрас ыйтӑва хускатнӑ. Анчах апла йышӑниччен Устава улшӑну кӗртмелле. Унччен ку сӗнӗве халӑхпа пухӑнса сӳтсе явасшӑн. Ку тӗллевпе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пухӑнма йышӑннӑ.
Ӗҫсӗр вӑйпиттисене налук тӳлеттерме тытӑнасшӑн. Паян-ыранах мар-ха. Хальлӗхе ку шухӑша сӳтсе яваҫҫӗ. Ӗҫсӗррисене социаллӑ инфраструктурӑпа (шкулсемпе, пульницӑсемпе тата ытти те) усӑ курнӑшан укҫа тӳлеттересшӗн. Ҫӗнӗ саккун проекчӗ ҫинчен Федераци Канашӗн «правительство канашӗнче» Ольга Голодец вице-премьер пӗлтернӗ.
Курск ҫӗрӗнчен сенатора лекнӗ Валерий Рязанский, сӑмахран, ку пуҫарӑва ырласа каланӑ. Шалӑва «сӑрӑ» шутланман схемӑпа илекен учительсем, врачсем, инженерсем, строительсем тупӑшран илекен налука тӳлеҫҫӗ-ҫке. Ыттисем вара мӗнрен кая? Саккун кӑларакансем ӗнентернӗ тӑрӑх, ӗҫсӗррисем налук тӳлеменни вырӑнти хыснашӑн йывӑра кайса ларать, мӗншӗн тесен социаллӑ инфраструктурӑна вӗсен тытса тӑмалла-ҫке.
Леонид Черкесов текех Шупакар хула пуҫлӑхӗ мар. Вӑл РФ Патшалӑх Думин депутатне суйланни пирки унччен пӗлтернӗччӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен черетлӗ мар 11-мӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта Леонид Черкесов ӗҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки депутатсем пурте сасӑланӑ. Унӑн тивӗҫӗсене халь Ирина Клементьева пурнӑҫлать.
Аса илтерер: Леонид Черкесов Шупашкар хула пуҫлӑхӗнче 2010 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен ӗҫлет. Юлашкинчен ӑна ку должноҫе 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче суйланӑ.
Чӑваш Енре «Информаци технологийӗсен центрӗ» хысна учрежденийӗ йӗркелесси пирки утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче республикӑн информаци политикин министрӗ Александр Иванов пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗнӗ тытӑм Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсенче паянхи кун тӗлне ӗҫлекен информаци тытӑмӗсене тата ҫӗнӗрен йӗркелекеннисене тытса тӑма, аталантарма тата пулӑшса пыма кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Информаци технологийӗсен центрне, кӗскетсе каласан, ИТЦна, ертсе пыма М.В. Анисимова ҫирӗплетнӗ. Кун пирки хушӑва ӗнер республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ӗҫлӗ хутра Михаил Владимирович унччен ӑҫта тимленине каламан паллах. Анчах, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл малтан республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин Информаципе аналитика медицина центрне ертсе пынӑ.
Иртнӗ эрнекун Шупашкар районӗнче автобуса чарнӑ. Унта Узбекистанран килнӗ 54 ҫын пулнӑ.
Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем вӗсен докуменчӗсене тӗрӗсленӗ. 15 пассажирӑн Раҫҫейре пулма ирӗк панӑ докуменчӗ срокран тухнӑ-мӗн. Узбексем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем Тӗп федераци округӗнчен шапашран таврӑннӑ.
Апла-и, капла-и: инспекторсем йӗркене пӑснӑ узбексем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкар районӗн сучӗ вӗсене 2 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелли пирки постановлени кӑларнӑ.
Халӗ ҫав узбексем Раҫҫее 5 ҫул килеймӗҫ.
Паян Чӑваш Енӗн юстици министрне Надежда Прокопьевана ӗҫрен хӑтарнӑ. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗнчи ҫемҫе пукана йышӑннӑ ҫынна Чӑваш Республикин улттӑмӗш созыври Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче парламентӑн Аппаратне ертсе пыма шаннӑ. Апла пулсан, эпир маларах пӗлтернӗ пекех пулса тухрӗ.
Надежда Прокопьева Мускаври Ломоносов ячӗллӗ аслӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн ӗҫ биографине 1987 ҫулта ваккатран тытӑннӑ. Росреестр тытӑмӗнче, РФ Юстици министерствин республикӑри управленийӗнче те тӑрӑшнӑ.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче Аппарат ертӳҫинче самай ӗҫленӗ 64 ҫулхи Анатолий Ухтияров пурне те тав туса сывпуллашнӑ май алӑ усса лармассине, урӑх ӗҫре тӑрӑшма кӑмӑл пуррине палӑртрӗ. Валерий Филимонов спикер ӑна парламентра яланах хапӑл пулассине ӗнентерчӗ.
Юстици министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама министр ҫумне Ирина Семенована лартнӑ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗнче Элтепер Администрацийӗн тулли праваллӑ элчи пулма ҫав тытӑмра ӗҫлекен Юрий Васильева ҫирӗплетнӗ.
Юрий Егорович ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗнче — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫинче тӑрӑшать. Юрий Васильева элчӗне ҫирӗплетесси ҫинчен калакан йышӑнӑва регион ертӳҫи Михаил Игнатьев паян кӑларнӑ. 134-мӗш номерлӗ ҫав хушӑвӑн иккӗмӗш пунктӗнче 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнчи 148-мӗш номерлӗ хушӑва пӑрахӑҫлассине каланӑ. Тепӗр майлӑ каласан, республикӑн юстици министрӗ Надежда Прокопьева парламентра текех элчӗ пулмӗ.
Сӑмах май каласан, Надежда Прокопьева республикӑн Патшалӑх Канашне куҫасси пирки сӑмах ҫӳрет. Унта вӑл парламентӑн Аппарачӗн ертӳҫи пулать теҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |